Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑшман пуҫӗ кучан пек (Пайтул)

Пирӗн вӑрман — сӗм вӑрман,
Лашмансем хуҫаланман.
Вӑрман тулли — ват юман,
Эпир пуҫсене усман.

Тӑшман килсен хӗҫ тытнӑ,
Ҫичӗ юта юсанӑ.
Кайран хыҫалтан тапнӑ,
Тамӑкалла ӑсатнӑ.

Пирӗн улӑх сарлака,
Ан кай, тусӑм аякка.
Улӑх тулли курӑкӗ —
Чӑваш ҫӗрӗн ырлӑхӗ.

Вӑрӑм ешӗл курӑкне
Ҫавасемпе ҫултӑмӑр.
Тӑшман пуҫӗ кучан пек,
Кучансене касрӑмӑр.

Ӑнлантаркӑч

1916 ҫулта Кирук юрӑҫӑ Чӗмпер кӗпернинчи Пӑва уесӗнчи Палтай Упи (Палтиел) ялӗнче Каляк Минккинчен ҫырса илнӗ. Пӗрремӗш хут 1991 ҫулта "Вучах" хаҫатӑн 27-мӗш номерӗнче пичетленнӗ.
Кирук юрӑҫӑ ҫырса илнӗ "Пайтул паттӑр" калавра Пайтул ҫак юрра "Ҫтаппан Раҫӗнпа пӗрле тӑшмансене ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн юрланӑ", — тенӗ.

Ҫавӑн пекех

Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-12 13:47:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2452 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем